Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йывӑҫ кунӗ

Паян Етӗрне районӗнче Йывӑҫ кунӗ иртнӗ. Унта район администрацийӗнче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсем администраци пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа пӗрле экологи акцине хутшӑнса уҫӑ сывлӑшра ӗҫленӗ.

Акцие районӑн тӗп экологӗ Людмила Прохорова ертсе пынипе ушкӑн скверсемпе парксенче йӗрке тунӑ. Ҫӗнтерӗве 30 ҫул ячӗллӗ, М. Гущина, Первомайски урамӗнче йывӑҫ лартнӑ. Ҫамрӑксен «Эка — Раҫҫейӗн симӗс юхӑмӗ» юхӑм пайташӗсем те хутшӑннӑ.

Акци вӑхӑтӗнче Етӗрнере пӗтӗмпе 100 ытла туя, ҫӑка, пилеш лартнӑ. Район администарцийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче те ирттереҫҫӗ-мӗн.

Сӑнсем (34)

 

Атӑл леш енче, йӑлӑм енче вырнаҫнӑ «Росинка» вӑй-хал культурипе сывлӑх центрӗн лаптӑкӗнче ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чӑваш Ен Правительствин аллейине хывни пирки масӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫырнипе чылайӑшӗ паллашрӗҫ ӗнтӗ. Йывӑҫ кунӗнче унта 50 хунав лартнӑ.

Паян, ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫумӗнче учреждени ӗҫченӗсем хӑйсен аллейине хыврӗҫ. Хальлӗхе уртӑш хунавӗсем пысӑках мар пулин те темиҫе ҫултан ӳссе ҫитӗнсе вӗсем чаплӑ Ӑсчахсен аллейи пуласси шанса ӑсчахсем вӑя шеллемесӗр ӗҫлерӗҫ. Уйрӑмах Эдуард Константинович Бахмисов, Атнер Петрович Хусанкай, Иван Иванович Бойко тӑрӑшрӗҫ.

 

Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ
Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ

2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ.

Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем